Юлашки вӑхӑтра Хӗрлӗ Чутай районӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Унта 110 ҫын инфекциленнӗ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе оперштаб ҫумӗнчи ӗҫ ушкӑнӗ района ҫитнӗ. Вырӑнти халӑха лару-тӑру пирки ытларах хыпарласа тӑма йышӑннӑ, вырӑнтисем вара общество вырӑнӗсене дезинфекцилӗҫ. Тепӗр тесен, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ку ӗҫе пуш уйӑхӗнчех тума пуҫланӑ.
Уйӑх пуҫланнӑранпа чирлӗ ҫынпа хутшаннӑ 19 ҫын режима 29 хутчен пӑснӑ. Маска тӑхӑнмасӑр ҫӳрекенсем те пулнӑ. Оперштаб ҫумӗнчи ӗҫ ушкӑнӗ палӑртнӑ тӑрӑх, района инфекцие ют регионта вахта мелӗпе ӗҫлекенсем, ют тӑрӑхран ҫитнисем ытларах илсе килнӗ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисенчен кӑшӑлвируса пула самайӑшӗ онлайн мелпе иртеҫҫӗ. «Славься, Чувашия!» (чӑв. Чаплӑлан, Чӑваш Ен!) юрӑ марафонӗ ҫак кунсенче малалла пырать. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Комсомольски районӗ те хутшӑннӑ.
Марафон ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче пуҫланнӑ, Шупашкарта вӗҫленӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑри мӗнпур районпа хула хутшӑнмалла.
Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнчи карттӑ ҫине пуссан районсен видеороликӗсемпе паллашма пулать.
Видеороликсенче район-хлуан паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштараҫҫӗ, муниципалитетсен гимнӗсем янӑраҫҫӗ. Флешмоб мӗнпур район-хула Чӑваш Республикин гимне юрланипе вӗҫленӗ.
Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май мероприятисене ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче ирттерӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ темиҫе производство уҫӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗ иртӗ. Унта республикӑн ҫитес пилӗк ҫуллӑхри социаллӑ экономика аталанӑвне тишкерӗҫ. Ҫав кунах Шупашкарти юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑнхи Хӗрлӗ лапама уҫӗҫ, Хӗрлӗ Чутайра – Ҫӗнтерӳ лапамне тата ҫуран ҫӳрекенсен аллейине. Мӗнпур пулӑма Чӑваш Ен Наци телекуравӗн тӳрӗ эфирӗнче кӑтартӗҫ. Шупашкарти Наци музейӗнче «Золотая россыпь веков» (чӑв. Ӗмӗрсен ылтӑн вырӑнӗ) наци тумӗн куравӗ уҫӑлӗ. Коллекцие мода историкӗ Александр Васильев илсе килӗ. Курав Шупашкарта темиҫе уйӑх ӗҫлӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнчи чылай мероприяти: флешмобсем, фотоакцисем, конкурссем – инҫет ҫыхӑну мелӗпе иртӗ.
Онлайн ирттермелли мероприятисене ҫурла уйӑхне куҫарӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Уҫӑ тӳпе айӗнчи театр ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫавна май «Нарспи» мюзикла пурте пӑхайӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗнче Атӑл хӗрринче классика кӗввин фестивалӗ иртӗ.
Чӑваш Енри район-хулана кӑшӑлвирус тӑрӑмне кура виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Ҫакна кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ӗнерхи ларӑвӗнче палӑртнӑ. Япӑх ӗҫленӗшӗн хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене Алла Салаева вице-премьертан сӑмах лекнӗ.
«Симӗс» (лару-тӑру лайӑххисем кунта кӗнӗ) ушкӑнра – Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Куслӑвкка, Красноармейски районӗсем тата Улатӑр хули.
«Сарӑ» зонӑра – кӑтарту реапубликӑри вӑтам статистикӑран пысӑк маррисем: Тӑвай, Канаш, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисем.
«Хӗрлӗ» зонӑна чирлекенсем йышлисем: ултӑ районпа икӗ хула – лекнӗ. Кунта – Етӗрне, Шупашкар, Патӑрьел, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннине Чӑва халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку тилхепене Вячеслав Борисова тыттарнӑччӗ. Анчах ун чухне Вячеслав Борисова Администраци Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑччӗ. Халӗ ӑна ҫӗнӗ должноҫре ҫирӗплетнӗ.
Вячеслав Борисов Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе ӗҫлерӗ. Вӑл 1972 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫав шутран пӗри — юридици. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш Ен пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ, Федерацин Финанс енчен сыватакан тата панкрутлӑх енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри органӗн ертӳҫи, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ.
«Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине кӑшӑлвирус саманинче унччен (нарӑс е пуш уйӑхӗсӗнче) планланӑ пек ирттерме пултараймӑпӑр», – терӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян иртнӗ пресс-конференцире.
Автономи юбилейне халалланӑ уяв пулӗ, анчах санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнма тивӗ.
«Мӗн тума пултарнине пурне те онлайн-режимра ирттерӗпӗр. Дистанци формачӗпе те йӗркелӗпӗр. Мӗн тума пултарайманнине, ахӑртнех, каярах вӑхӑта куҫарӑпӑр», – терӗ Олег Николаев.
Сӑмахран, республикӑри пултарулӑх коллективӗсем юбилея халалланӑ концертсемпе Чӑваш Ен тулашне тата чикӗ леш енне тухса каяймӗҫ.
Аса илтерер: сумлӑ уява Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче тӑлӑхсене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене хваттер уҫҫи тыттарнӑ. Виҫӗ ҫамрӑк кӗтеслӗ пулнӑ, ҫӗнӗ хваттере кӗрсе курнӑ.
Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Иван Михопаров вӗсене пурӑнмалли кӗтеслӗ пулнӑ ятпа саламланӑ, ҫӗнӗ вырӑнта лайӑх кун кунлама суннӑ.
Тӑлӑхсем тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем хваттер уҫҫине алла тытса шала кӗрсе курнӑ. Патшалӑх туса панӑ кӗтес вӗсене килӗшнӗ, куншӑн вӗсем савӑннӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус республикипех сарӑлнӑ темелле.
Ӗнерхи кун тӗлне ку вирус Улатӑр районӗнче 17 ҫынна лекнӗ;
Элӗк районӗнче — 13;
Патӑрьел районӗнче — 33;
Вӑрнар районӗнче — 12;
Йӗпреҫ районӗнче — 8;
Канаш районӗнче — 37;
Куславкка районӗнче — 1;
Комсомольски районӗнче — 10;
Красноармейски районӗнче — 4;
Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 14;
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 12;
Муркаш районӗнче — 10;
Пӑрачкав районӗнче — 32;
Вӑрмар районӗнче — 30;
Ҫӗрпӳ районӗнче — 19;
Шупашкар районӗнче — 18;
Шӑмӑршӑ районӗнче — 10;
Ҫӗмӗрле районӗнче — 22;
Етӗрне районӗнче — 50;
Елчӗк районӗнче — 10;
Тӑвай районӗнче — 49;
Ҫӗнӗ Шупашкарта — 24;
Шупашкарта — 241.
Ҫапла вара ку списокра курӑнманнисем темиҫе хула ҫеҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Ку тилхепене Вячеслав Борисова тыттарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Вячеслав Борисова предприяти-организацисен ертӳҫисем, влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем питех те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе ӗҫлерӗ.
Вячеслав Борисов 1972 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫав шутран пӗри — юридици. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш Ен пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ, Федерацин Финанс енчен сыватакан тата панкрутлӑх енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри органӗн ертӳҫи, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан иккӗри ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ: «Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре тепӗр 29 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ», — тесе пӗлтерчӗ-ха. Ҫапла, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус инфекцине паян 29 ҫынӑнне ҫирӗплетнӗ. Ҫав шутра ачасем те пур. Пурӗ пиллӗккӗн. Чи кӗҫӗнни — 2 ҫулта, асли — 13-ре. Аслисен ӳсӗмне илсен, вӗсем — 24 ҫултан пуҫласа 81 ҫулччен.
Covid-19 диагноз паян ҫирӗпленнисенчен 10-шӗ Шупашкарта пурӑнать, улттӑшӗ — Вӑрмар районӗнче, пиллӗккӗшӗ — Тӑвай районӗнче, пӗрер тӗслӗх — Ҫӗрпӳ, Канаш, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Канаш тата Елчӗк районӗсенче. 10 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, ыттисем килте сипленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |